Ял пурнӑҫӗ
Ӗҫ кал-кал пырать Вӑрнар районӗнчи Мулакасси Мӑрат халӑхӗ хӑйӗн вӑйне шанать, ыттисем пулӑшасса кӗтсе лармасть. Кунти пӗве пӗлтӗрех татӑлнӑ-мӗн. Касӑва ҫӳрекен ӗнесене шыв ӗҫтермелли вырӑн пулнӑ иккен вӑл. Ахальтен мар халӑхра ӑна «Кӗтӳ пӗви» теҫҫӗ. Ҫуллахи шӑрӑхра ҫак пӗве типмех пуҫланӑ. Ку ял халӑхне самай шар кӑтартнӑ. Ялта пуҫаруллӑ ҫынсем пурах ҫав. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫак пӗвене кӑҫал картлама шухӑшланӑ. Каланине пурнӑҫланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗнчи кунсенче пахча ӗҫӗсене вӗҫлесен пӗве патне тухнӑ. Никам та ӗҫрен юлман: ачасем те, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, туя тытнисем те. Ӗҫе ҫӑмӑл алӑллӑ Владислав Петров пуҫӑннӑ. Ӗҫ чӑнах та кал-кал пынӑ. Николай Иванов тракторист ҫырмари пӑрӑха туртса кӑларнӑ. Михаил Иванов тӑм кӳрсе килнӗ. Викентий Павлов та мотоблок хыҫне прицеп кӑкарса тӑм турттарма пикеннӗ. Пӗрисем тӑм тиенӗ, теприсем ӑна пӗве патӗнче йӗркелесе хунӑ. Пурте тӑрӑшса ӗҫленӗ, никам та айккинче пӑхса тӑман. Халӑх пӗрле ӗҫлесен ӗҫӗ те часах пулать ҫав. Мулакасси Мӑратсем пӗвене тӑватӑ сехет хушшинче пӗвеленӗ те. Ӗҫе техника та ҫӑмӑллатать ҫав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович (20.05.1929–05.10.2005) пурнӑҫӑн ытларах пайне Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнса ирттернӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, малтан Тусай ялӗнче колхоз ӗнисене ҫулталӑк хушши пӑхнӑшӑн медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ, унтан ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухсан агрономра тӑрӑшнӑ — малтанах Тинӗсҫум енӗнче, унтан Етӗрне районӗнче. 16 ҫул хушши агрономра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна «Заветы Ильича» колхоз председателӗн пуканне шанса параҫҫӗ, хуҫалӑх ертӳҫин ҫӑмӑл мар лавне вӑл мӗн пенси ҫине тухичченех 17 ҫул хушши туртнӑ. Колхоз территорийӗнчи чӑн-чӑн хыр вӑрманӗсем халӗ уй-хире илем кӳреҫҫӗ, мӗн чухлӗ йывӑҫ ларттарнӑ вӑл ертсе пынипе! Ял хушшине асфальт сарнӑ, культура, автовокзал ҫурчӗсем, колхозниксемпе специалистсем валли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленӗ. Колхоз районта кӑна мар, республикӑра та малтисен шутӗнче пулнӑ. Сӑмах май колхозӗ халӗ те арканса кайман. Сывлӑхӗ хавшанине пӑхмасӑрах Вячеслав Александрович Кӑкшӑмри шкулта музей уҫса йӗркелесе хӑварчӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн. Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ. Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ. |
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӑлкуҫ ялне шыв илесрен хӑпартнӑ дамба Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӑлкуҫ ялне Эл юханшывӗ сарӑлни ҫуркуннесерен хӑратнӑ. Шыв илесрен иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех тӑпра хӑпартма тытӑннӑ-ха, анчах ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ҫавна пулах ҫурхи шыв ялӑн хӑш-пӗр урамне илнипе аптӑратнӑ. Ӗҫӗ йӳнӗ маррине кура ун патне ниепле те ал ҫитеймен темелле. Пӗлтӗр ял старости Анатолий Иванов Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен, «Акконд» предприяти пуҫлӑхӗнчен Валерий Ивановран укҫа ыйтса пӑхнӑ. Лешӗ ял халӑхне пулӑшма килӗшнӗ. Тӑпра хӑпартассине нумаях пулмасть вӗҫленӗ. Ӗҫ 161 пин те 700 тенке кайса ларнӑ. Тӑкака йӑлтах депутат саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Акчикасси тӑрӑхӗнче ҫӑва тирпейлеҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тирпей-илем кӳресси малалла пырать. Хальхинче унта Ваҫкаҫырми ял ҫӑвине тирпейлессипе шӑматкунлӑх йӗркеленӗ. Ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансемпе пӗрлех Сӗренкассинчи культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем, вырӑнти ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатса, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӗ, масар картине юсанӑ. «Кунта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем вӗсен леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫывӑх ҫыннисем пирки манманнишӗн савӑнасса шанас килет. Ырӑ ӗҫе эпир пӗр кун кӑна мар, ытти чух та пурнӑҫласа пырасшӑн», — тенӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Янту ялӗ Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртампа Шупашкар районӗнчи Янту ялӗсене кӑҫал пӗтӗмӗшле тата пур енлӗ аталантарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Асӑннӑ ялсене конкурс ирттерсех суйласа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма хыснаран укҫа-тенкӗ илес шухӑшлисем татах пулнӑ-ха. Анчах тупра пурне те харӑс лекеймӗ. Кӑҫал, ав, Шӑнкӑртампа Янтӑва суйланӑ. Вӗсене пӗтӗмпе 81,6 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна вӗсем ялсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма ярӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Янту ялӗн сӑн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хакласан, урамра вак чул та пулин сарсан аван. Сарӗҫ те-и тен... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчи ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнӗҫ. Ҫӗрле ҫутатма унта ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ӗҫсене тытӑннӑ ӗнтӗ. Паркра пурӗ 6 хунар пулмалла. Тӗттӗмленсен вӗсем никам ҫутмасӑрах хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе кайӗҫ. Малтанласа вӑхӑтне лартса хумалла ҫеҫ. Кашни хунарах ҫутта перекетлӗ пӗтерекен лампӑпа тивӗҫтермелле. Плафонсене пӗлтӗрех туянса хунӑ. Ун валли вӗсене республикӑри чи хӑтлӑ ялсен конкурсне хутшӑнни пулӑшнӑ. Унта кивӗ эйпеҫсем урамсене симӗслетес тата хӑтлӑх кӳрес тата кану кӗтесӗсене чечек акса-лартас номинацисемпе хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ялти клубра Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районне республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен. Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кайнлыкри палӑксенчен пӗри Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе 5 асӑну палӑкӗ вырнаҫтарнӑ. Ял варринче вырнаҫнӑ палӑка ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Фагиль Шарафутдинов пулӑшнипе нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ. Ун йӗри-тавра унччен тытнӑ йывӑҫ картана тимӗррипе улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене ирттерме ял ҫыннисем — Айдар Купиров сварщик, ӑна пулӑшаканӗсем Шамиль Бахтияров, Фидаил Купиров, Радиф Шарафутдинов, Минильфат Галиуллин, Минсагит Сулейманов, Федаил Шарафутдинов тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Фагиль Шарафутдинов пирки каласан, ял ҫыннисемшӗн вӑл паха ӗҫ нумай тунине палӑртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ чавтарнӑ кӳлле — ялта ӑна Фазыл кӳлли теҫҫӗ иккен — тасаттарса илемлӗ кану вырӑнӗ тунӑ. Ҫавӑн пекех ялти мечете ӑшӑ пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кӳлхӗррисем кӗпер тунӑ самант Унччен Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗн ҫыннисене пӗр ыйту пӑшӑрхантарнӑ: Йӑрар юханшывӗ урлӑ каҫӑ ҫук, кивви юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула ҫинҫе каҫӑ урлӑ выльӑх-чӗрлӗхе каҫарма хӑрушӑ пулнӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗнче халӑх пухура ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ. «Пӗччен сурсан типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тесе ахальтен каламан. Ыйтӑва хускатнӑ та ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Кӳлхӗрринчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Маргарита Сергеевӑпа Федор Николаев самай пулӑшнӑ. Ялӑн тӑватӑ урамӗнче пурӑнакан халӑх каҫӑ тӑвас тесе тӑватӑ кун ырми-канми ӗҫленӗ. Маргарита Сергеева стройматериал туянмашкӑн укҫа пухма пулӑшнӑ, хӑй те спонсор пулӑшӑвӗ панӑ, халӑх валли апат пӗҫӗрнӗ. Федор Николаев арҫынсемпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Юрий Муравьев тракторпа тӑпра турттарнӑ, Владимир Гордеев машинӑпа стройматериал кӳрсе килнӗ. Виталий тата Сергей Ефремовсем, Александр Егоров, Валера Игнатьев, Валера Яковлев, Валера Вошняев, Олег Григорьев, Олег Денисов, Михаил Иванов, Венямин Иванов, Андрей Геннадьев тата ыттисем 7 метр тӑршшӗ, 4 метр сарлакӑш кӗпер хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |